Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи Яковлевсен нумай ачаллӑ ҫемйине икӗ хутлӑ ҫӗнӗ кирпӗч ҫурт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Кун пирки райадминистраци сайчӗ хыпарланӑ.
Ҫӑраҫҫи пама райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, вырӑнти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пынӑ. 108 тӑваткал метрлӑ ҫурта ҫул ҫитмен пилӗк тата ытларах ача ӳстерекен ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти усламҫӑран 3 миллион тенкӗпе туянса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Патӑрьел районне кӑҫал ҫак программӑпа килӗшӳллӗн 8 миллион тенкӗ ытларах уйӑрса панӑ. Ку нухратпа пысӑк йышлӑ виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума палӑртнӑ. Икӗ ҫемьене уҫӑ панӑ ӗнтӗ, теприсем раштав вӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ.
Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ.
Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ.
Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле.
Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет.
Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ.
Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет.
Раштавӑн 9-12-мӗшӗсенче Л.Толстой ячӗллӗ Хусанти федераци университечӗ ҫумӗнчи филологи тата культура коммуникацийӗсен институтӗнче Раҫҫейри халӑхсен тата тӗрӗк чӗлхиллӗ ҫӗршывсен литератури енӗпе студентсемпе шкул ачисен фестивалӗ иртнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗн вӗренекенӗ Анна Егорова III степень Диплома тивӗҫнӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ – чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Татьяна Петрова. Патӑрьел районӗнчи Туҫа шкулӗнче ӑс пухакан Валерия Николаева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Татьяна Мишина, Канашри педколледж студентки Ника Александрова, И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Федорова призерсен йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: фестиваль финалне Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Узбекистанри, Алтайри, Пушкӑртстанри, Бурятири, Кабарда-Балкарти, Калмӑкри, Комири, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Хакасри, Чӑваш Енри, Якутири 130 ытла студентпа шкул ачи хутшӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнче хӗр ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Вӑл туратсем пуҫтарнӑ, ҫав вӑхӑтра 31 ҫулти арҫын, ҫак район ҫынниех, йывӑҫ каснӑ. Кун пирки йӗрке хуралӗн органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
13 сехет те 45 минутра суранланнӑ 23 султи хӗре районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ, медпулӑшу панӑ. Ҫамрӑкскерӗн ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнӑ.
Халӗ хӗр пульницӑра выртать
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи шкул ачисем Кивӗ Ахпӳрт шкулне Марина Карягина сӑввисене вулама пухӑнӗҫ. Юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех ирттерекен ҫак пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче сӑвӑ ҫыракан ачасем уйрӑм номинацире ӑмӑртаҫҫӗ.
«Машина тупàнсан хам та яланхиллех ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илсе каясчӗ тетӗп. Ҫулсеренех тӗрлӗ ҫыравҫӑсемпе, юрӑҫсемпе, журналистсемпе каяканччӗ-ха. Хальччен унта Сергей Павлов, Геннадий Максимов, Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Елен Нарпи, Альбина Юрату ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев филологи докторӗ, Владимир Алмантай тӗпчевҫӗ, Иван Христофоров, Валентина Смирнова халàх юрӑҫисем, Владислав Николаев халàх художникè, Леонид Николаев скульптор, Тимèр Акташ журналист, Сергей Мышев, Виктор Степанов, Александр Яковлев операторсем, Сергей Журавлёв фотокорреспондент, Александр Самакин депутат тата ыттисем пулса курчèҫ. Унта хамàр ҫулпа утакан ҫамрӑксене курма ӗмӗтленетӗп», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина Фейсбукра.
Чӑваш Енре «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан республикӑри чи лайӑх центр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӗсен ҫӗнтерӳҫисене «Пахалӑх менеджменчӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗ» семинар вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн дипломӗсемпе чысланӑ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти Анна Петрова тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарта «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центр» автономилле учрежденире тӑрӑшать.
Нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчен Елчӗкри чи лайӑх ӗҫлет тесе пӗтӗмлетнӗ. Конкурсра шӑпах унти пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Патӑрьелти нумай ӗҫ тӑвакан центр иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле хулинчи — виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра цифра телекуравӗ ҫине куҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫак ӗҫе малтан палӑртнӑ пек 10 кунта пурнӑҫламӗҫ. Пӗчӗкшерӗн. Ҫапла Раҫҫей Правительстви шайӗнче йышӑннӑ.
Цифра телекуравӗ ҫине нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн куҫарма тытӑнӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Ене илсен чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр, Патӑрьел, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ районӗсенче иккӗмӗш мультиплекса сӑнав мелӗпе ӗҫлеттерсе янӑ. Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш мультиплекс пур ҫӗрте те пур-ха. Ҫулталӑк вӗҫлениччен иккӗмӗш мультиплекса республикипех хута яма палӑртнӑ.
Пӗрремӗш мультиплекса «Пӗрремӗш канал», «Раҫҫей 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пиллӗкмӗш канал», «Раҫсей К», «Раҫҫей 24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР» кӗреҫҫӗ; иккӗмӗш мультиплекса — «РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ-3».
2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.
Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |